Toggle navigation
Ваттисен сӑмахӗсем
Сайт пирки
Статьясем
Çыхăну
Шыра
Toggle nav
Пулӑм — Ӑнтлӑх
535
Шыв шуйттанӗ шывра вилес ҫук.
Вут — Шыв
536
Шыв шуйттанне шывпа хӑратаймӑн.
Вут — Шыв
537
Шыв Шуйттансӑр пулас ҫук.
Вут — Шыв
541
Шыв юхать — юшкӑн юлать.
Вут — Шыв
542
Шыв юхтарса килнӗ япала хуҫасӑр.
Вут — Шыв
538
Шыв-шур пӑтрансан тӑрӑласси часах мар.
Вут — Шыв
539
Шыв-шур пулӑ шыраса юхмасть.
Вут — Шыв
540
Шыв-шур пур ҫӗрте шапа та пулать.
Вут — Шыв
543
Шыва вӑлта ямасӑр пулӑҫ ятне илтеймӗн.
Вут — Шыв
544
Шыва вӗретсе ҫӑратаймӑн.
Вут — Шыв
545
Шыва витре ҫинчен ӗҫсессӗн ҫылӑх пулать.
Вут — Шыв
546
Шыва кӗрекен йӗпенесрен хӑрамасть.
Вут — Шыв
547
Шыва кӗричченех путассинчен ан шиклен.
Вут — Шыв
548
Шыва кӗрсен каялла тухӑн, вута кӗрсен тухаймӑн.
Вут — Шыв
549
Шыва май юхакан пулӑ тинӗсе юхса ҫитнӗ.
Вут — Шыв
550
Шыва путакан ҫын улӑм пӗрчинчен те тытма хавас.
Вут — Шыв
551
Шыва путана Турӑ ҫӑлман.
Вут — Шыв
552
Шыва путнӑ ҫын ҫумӑртан хӑрамасть.
Вут — Шыв
553
Шыва укҫа ямасӑр арман авӑртмасть.
Вут — Шыв
554
Шыва шыв туртать.
Вут — Шыв
555
Шывлӑ вырӑна ҫатма пӗлет.
Вут — Шыв
556
Шывпа йӗпетмесӗр кӗпе ҫума ҫук.
Вут — Шыв
557
Шывпа пӗҫернӗ ҫӑвара вутпа сиплеймӗн.
Вут — Шыв
559
Шывпа ҫӑкӑр — ҫук ҫын апачӗ.
Вут — Шыв
558
Шывпа ҫӑкӑр — Турӑ пилленӗ апат.
Вут — Шыв
560
Шывпа ҫӑкӑр пулсан пурӑнма пулать теҫҫӗ.
Вут — Шыв
563
Шывра ишекен пурте пулӑ мар.
Вут — Шыв
562
Шывра ишекен ҫӑрттан ҫумӑр кӗтсе кӗлтумасть.
Вут — Шыв
561
Шывра ҫу путас ҫук.
Вут — Шыв
564
Шывран таса пулма ҫук.
Вут — Шыв
565
Шывран типпӗн тухма ҫук.
Вут — Шыв
566
Шывран хӑрасан ҫыран хӗрне пымаҫҫӗ.
Вут — Шыв
567
Шывран хӑрасан шывра ишме те вӗренеймӗн.
Вут — Шыв
568
Шыври пулӑ ҫатма ҫинчи пулӑ мар.
Вут — Шыв
569
Шыври пуллӑн хакӗ ҫук.
Вут — Шыв
570
Шыври шапа путас ҫук.
Вут — Шыв
571
Шыври шывра путмасть.
Вут — Шыв
572
Шывсӑр пурнӑҫ ҫук.
Вут — Шыв
573
Шывсем те шыв нумай ҫӗрелле юхаҫҫӗ.
Вут — Шыв
574
Шырлана ҫитсен шыв та алхасать.
Вут — Шыв
284
Эрнери уйӑх ҫӗнӗ мар.
Хӗвел — Уйӑх
598
Юр ирӗлсе пӗтсен те пӑр юлать.
Юр — Ҫумӑр
599
Юр йӗп куҫӗ пек шӑтӑкран пӗр пасма кӗрет теҫҫӗ.
Юр — Ҫумӑр
600
Юр кайсан шӑпчӑк та юрӑ пуҫлать.
Юр — Ҫумӑр
602
Юр нумай та, ҫапах ирӗлсе пӗтет.
Юр — Ҫумӑр
601
Юр нумай та, ҫапах ҫуллана юлмасть.
Юр — Ҫумӑр
603
Юр пӗтсен йӗр ҫӗтет.
Юр — Ҫумӑр
604
Юр пуҫне юр ҫиет.
Юр — Ҫумӑр
605
Юр ҫинче ӑшши ан шыра.
Юр — Ҫумӑр
606
Юр ҫинче кӑмпа ан шыра теҫҫӗ.
Юр — Ҫумӑр
1
...
5
6
7
8
9
10
11
5535
Тӗнче тытӑмӗ
1273
Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала
823
Вӑхӑт — Талккӑш
761
Ырӑ — Усал
568
Сӑмах — Чӗнменлӗх
560
Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх
515
Пулӑм — Ӑнтлӑх
437
Телей — Асап
310
Тытӑм — Хапа
171
Ку тӗнче — леш тӗнче
117
Юрату — Курайманлӑх
3244
Ҫын, халӑх
410
Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
404
Хӑвӑн — Ҫыннӑн
305
Пуянлӑх — Чуханлӑх
267
Ӑс — Ухмахлӑх
207
Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем
204
Сывлӑх — Чир-чӗр
166
Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
133
Тӗн — Тӗшмӗш
129
Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх
114
Пӗчченли — Ушкӑнли
112
Чеелӗх — Айванлӑх
107
Хуҫа — Тарҫӑ
82
Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
74
Чӑнлӑх — Суялӑх
71
Килӗшӳ — Харкашу
69
Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх
57
Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
56
Чыслӑх — Чыссӑрлӑх
53
Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх
52
Сӑваплӑх — Ҫылӑх
51
Туслӑх — Тӑшманлӑх
35
Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
28
Салтак — Таркӑн
27
Вӑй — Вӑйсӑрлӑх
22
Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
9
Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536
Кил-йыш
481
Арҫын — Хӗрарӑм
438
Тутӑ — Выҫӑ
432
Атте-анне — Ача-пӑча
389
Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
327
Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
243
Каччӑ — Хӗр
123
Авланасси — Качча каясси
103
Йӑла-йӗрке
1431
Ӗҫ-хӗл
713
Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
449
Паракан — Илекен
59
Килен — Каян
52
Ӗҫлекен — Ҫиекен
44
Выртан — Ҫӳрен
35
Куран — Курман
28
Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем
28
Шыракан — Тупакан
23
Аптраман — Аптракан
1030
Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ
191
Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
123
Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
102
Пуҫӗ — Вӗҫӗ
83
Пысӑк — Пӗчӗк
76
Лайӑх — Начар
60
Пӗр — Темиҫе
54
Ҫӗнни — Кивви
51
Май килни — Чӑн пурри
49
Инҫет — Ҫывӑх
36
Ансат — Кӑткӑс
36
Сахал — Нумай
32
Пӗр — Терлӗ
30
Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни
27
Пӗри — Тепри
26
Кирлӗ — Кирлӗ мар
20
Пӗр — Пӗтӗм
20
Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни
14
Анаталла — Тӑвалла
246
Самана
246
Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ
Юлташла сайтсем